Чăваш чĕлхи эрнинче ачасем вулавăшри « Чăваш Ене килсе курсамăр!» куравра пулчĕç

Чăваш чĕлхи эрнинче ачасем вулавăшри « Чăваш Ене килсе курсамăр!» куравра  пулчĕç

   Чăваш чĕлхи эрни шкулти пурнăçăн чи паллă та хисеплĕ тапхăрĕсенчен пĕри. Çак кунсенче шкулти вулавăшăн библиотекарĕ Семёнова Раиса Васильевна « Чăваш Ене килсе курсамăр» ятлă питĕ интереслĕ курав йĕркелерĕ.

  Куравра Чăваш Ен çинчен калакан паллă кĕнекесем, чăваш çыравçисен (писателĕсен) ĕçĕсем вырнаçнă. Çавăн пекех кунта чăваш тĕррипе тĕрленĕ ал шăллисем тата салфеткăсем майлаштарса хунă. Вĕсем хăйсен илемлĕхĕпе ачасене илĕртеççĕ.

 Уяв кунĕнче вулавăша чи кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем хăнана килчĕç. Вĕсене чăвашсен илемлĕ тумне тăхăннă 9-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем Попугаева Анна тата Пушкина Оля хапăл туса кĕтсе илчĕç. Анна кĕçĕн класри ачасене чăваш наци костюмĕ çинчен питĕ аван, тĕплĕн каласа пачĕ – кашни тĕррин, кашни пайăн пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ. Оля вара чăваш халăхĕн паллă çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев çинчен кĕскен каласа пачĕ.

 Ун хыççăн Раиса Васильевна хăй вулавăшра вырнаçтарнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Вăл ытларах çамрăк вулакансем валли çырнă кĕнекесене кăтартса, чăваш çыравçисем пирки каласа пачĕ.

 Ачасем çак куравпа паллашма кăмăллă пулчĕç. Уяв хыççăн ачасем вулавăша тепĕр хутчен килме тата ытти чăваш кĕнекисемпе паллашма сăмах парса кайрĕç.

 Çакăн пек ĕçсем чăваш чĕлхине, чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине тата культурине упраса хăварма пулăшаççĕ.