«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026»

   24 апрелӗнче пирĕн шкулта чӑваш чӗлхипе культурине халалланӑ пысӑк акци иртрӗ. Унӑн ячӗ – «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026».

Ку акцие хутшӑнма шкулӑн вӗренекенӗсем те, вӗрентекенӗсем те пысӑк кӑмӑлпа пуҫтарӑнчӗҫ. Пӗтӗмпе 30 ҫын хутшӑнчĕ.

Диктант ирттермелли текста тӗплӗн суйланӑ – вӑл чӑваш чӗлхин илемне, пуянлӑхне тата килӗшӳлӗхне кӑтартса парать. Хутшӑнакансем пурте тимлӗн итлесе, йӑнӑшсӑр ҫырма тӑрӑшрӗҫ.

Акци тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, ӑна аталантарасси, ҫамрӑксене тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентесси. Шкулти ҫак ӗҫ вӗрентекенсемпе ачасен пӗрлехи интресне кӑтартать.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» акцире хастарлӑх кӑтартнӑшӑн тата чӑваш чӗлхине юратнӑшӑн шкулти пур ӗҫчене тата вӗренекене тав! Эпир ачасене те, вӗрентекенсене те чӑваш чӗлхипе культурине малашне те тимлӗн вӗренме йыхӑрататпӑр.