Ака
уйăхĕн 24- мĕшĕнче
Нискассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан
шкулăн акт залĕнче чăваш чĕлхипе
литература эрнине хупăннине халалланă
савăклă уяв иртрĕ.
Уява чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Осипова Надежда Ивановна уçрĕ. Вăл кĕскен чăваш чĕлхи кунĕ çинчен тата чăваш çырулăхне пуçараканĕ, аслă просветитель И.Я. Яковлев тунă ырă ĕçĕсем çинчен аса илчĕ. Унтан эрне хушшинче ирттернĕ мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕ туса пачĕ.
Чăваш чĕлхипе литература эрни çак кунсенче иртрĕ: 20.04 – 24.04. План тăрăх шкул ачисем нумай тĕрлĕ ĕç-хĕле хутшăнчĕç: чăваш чĕлхипе литература эрнине уçни, «И.Я. Яковлев – чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ» темăпа класс сехечĕсем иртрĕç, «Чăваш чĕлхи ытти предметсенче» вăйă-конкурс, уçă уроксем, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци (2024), «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен» урок-викторина. Çаплах «Эп чăвашла калаçатăп» акци ака уйăхĕнче пырать.
Паянхи уявра çулталăк тăршшĕпе чăваш чĕлхипе çыхăннă тĕрлĕ конкурссенче хастар хутшăнса çÿренĕ вĕренекенсене асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Награда илекенсем хушшинче: 4-мĕш класра вĕренекен Фёдорова Ульяна, Павлова Анастасия, 5-мĕш класран Бархаткина Анастасия, 7-мĕш класран Владимирова Тая, 9-мĕш класран Попугаева Анна.
Уявра ачасем концерт программи кăтартрĕç: чăвашла сценкăсем, юрăсем, чăваш ташшисем. 2-мĕш класра вĕренекен Ларина Милана тăван чăваш костюмне кăтартрĕ — тухьяна пластик кÿлепинчен, хăй костюмне обойран (иккĕмĕш сырьё рангĕнчен) тунă. Ку костюма хатĕрлени пирки Милана сăвă вуларĕ.
Чăваш чĕлхипе литература эрни хаваслă, тухăçлă иртрĕ. Шкул ачисем тăван чĕлхене малалла та хисеплесси, упрасси тата аталантарасси пирки шанас килет.



