Нискассинчи
пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ!
Чăваш
чĕлхи эрни çак кунсенче иртет: 20.04. –
24.04.2026. Эрнере чăваш чĕлхипе литературине, традицисене, çырулăх историне
халалланă нумай тĕрлĕ мероприятисем планланă:
Эрнере
уçни – «Чĕлхе – пирĕн пуянлăх» тема уçăмланĕ, «Хĕвел çулĕпе» фильм пăхăнĕ.
Класс
сехечĕ – И.Я. Яковлевăн чăваш çырулăхне пуçарса яракан ĕçне халалланă.
Вăйă-конкурс –
«Чăваш чĕлхи ытти предметсенче» (6–10 классем).
Уçă
уроксем – «Нихçан сӳнми янăра эс, чăваш чĕлхи!» (1–6 классем).
«Пĕтĕм
чăваш диктанчĕ — 2024» акци.
Урок-викторина –
«Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх пĕлекен».
«Эп
чăвашла калаçатăп» акци (ака уйăхĕпе).
Эрне
вĕçлени – çĕнтерӳçĕсене чыслани.
Ку эрнере кашни класс, кашни вĕренекен хăйĕн
тăван чĕлхипе мăнаçланма, чăваш сăмахĕн хăватне туйма, пĕлӳсене тĕрĕслеме май
тупать. Чăваш чĕлхи- пирĕн пуянлăх, ăна упраса хăвармалли, аталантармалли пирĕн
пурнăçри тивĕç.
Чăваш чĕлхи эрнине хастаррăн хутшăнма чĕнетпĕр!
