Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр

Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр

1992 çултанпа пирĕн республикăра ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ.


   Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе Нискассинчи  пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлÿ паракан шкулта нумай ĕç туса ирттереççĕ. Кăçал та вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне анлăн уявларĕç. Ҫак куна халалласа  пурте  шкул залне уява пухăнчĕç.

   Чи малтанах ачасене  И.Я. Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе   чăваш чĕлхипе литературине верентекен Осипова Н.И. паллаштарчĕ.  «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», – тенĕ И.Я. Яковлев. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе вăл – чăваш чĕлхи. Уявра ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем чуна пырса тивмелле вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, чăваш вăййи выляса кăтартрĕç.
    Чăваш çыннин пурнăçӗ, унӑн йăли-йĕрки, юрри-кĕвви ачасен асĕнче юласси пирĕнтен нумай килет. Ыррине пур çĕрте те анлăн сарма, çĕнетсе аталантарма май пур пирĕн халӗ! Эппин, хамăр яваплăха туйса тăван халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен вăй илме пулăшар.

   Паянхи уяв тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ. Малашне те тăван чĕлхемĕре савса мухтар!