Чăваш чĕлхипе литература эрнин планĕ тăрăх пирĕн шкулиа уçă уроксем пуçланчĕç. Уçă уроксен тĕп тĕллевĕ- шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тат вĕренÿре çĕнĕ меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси.
Паян çакăн пек уроксем 4 – мĕш класра тата 6 – мĕш класра иртрĕс. 4 – мĕш класра вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе уçă салам çыравĕ ăсталарĕç. Урокара пĕр- пĕрне ырă сăмах каласа саламлама вĕренчĕç. Ку урока Полина Петровна Кожевникова ирттерчĕ.
6 - мĕш класра «Пул ăслă, тавçăруллă» вăйă – урока Осипова Надежда Ивановна ирттерчĕ. Çак урокара ачасем тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Ачасем хавхалансах ĕçлерĕç. Маттур вĕрентекен тĕрлĕ меслетсемпе усă курма пултарчĕ.
Малалла та хавхаланса ĕçлеме вăй- хал сунатпăр!