Пирӗн ачасем чӑваш литературине вӗренекенсен пултарулӑхне ӳстерес, аталантарас тӗлӗшпе ирттернӗ "Сӑмах хӑвачӗ" сӑвӑ вулакансен 2-мӗш фестиваль-конкурса хутшӑнчӗҫ. Ачасем тӑван сӑмах хӑватне, тӑван халӑх кун-ҫулне, историйӗпе йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартса, каласа пама пултарчӗҫ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай тата хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ сӑвӑҫсен хайлавӗсене шӑрантарчӗҫ. Кашни сӑвва илемлӗ вуласа итлекенсене тыткӑнларӗҫ. "Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр" тата "Муркаш сасси" номинацисенче ãмãртрēç ачасем. Сумлӑ тӳресен мухтавне, хавхалантарӑвне чӑннипех те тивӗҫлӗ пулчӗҫ пирӗн вӗренекенсем: Голубева Виктория, Суворова Фёкла тата Осипова Катерина. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата вēсене хатéрлекенне Осипова Н. И. саламлатпӑр, чӑваш сӑмахне татах та хӑватлӑн янратма ӑнӑҫу сунатпӑр
.