Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетрĕç

Чăваш  чĕлхи эрнине пĕтĕмлетрĕç

           Нискассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçланчĕ. Кăçалхи эрнелĕхе Республикăри паллă çынсен сÿлталăкне халалланă.

         Эрнелĕхе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Надежда Ивановна Осипова уçрĕ. Вăл эрнелĕх планĕпе паллаштарчĕ. Çак кунах ачасем  шкул вулавăшĕнчи выстăвкăпа паллашрĕç. Вулавăш ертÿçи Семенова Раиса Васильевна вĕренекнсене чăвашла тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ тата паллă ентешесем пирки те каласа кăтартрĕ. Ачасемнумай çĕннине пĕлчĕç.

           Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 5-11-мĕш классем «Чăвашах-и эпĕ?!» - конкурса хутшăнчĕç. Ку конкурсра ачасем 20 ыйту çине хуравларĕç. 9-мĕш класра вĕренекенсем Алексей Осиповпа Кристина Дмитриева тата 10-мĕш класра вĕренекен Екатерина Яковлева палăрчĕç.

          Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ачасем акросочиненисем çырса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чи лайăх сочинени çыраканĕсем - 6-мĕш класра вĕренекен Алексей Яковлевпа 11-мĕш класра вĕренекен Анна Сарилова. 

          Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Чăваш тĕрри»  ÿкерчĕксен конкурсĕ те интереслĕ иртрĕ. Ку конкурсра  6-мĕш класра вĕренекен Жанна Кузьмина палăрчĕ.  Çак кунах - 1-4-мĕш классен «Чăн чăваш пулса çитĕнер» конкурс 3 номинаципе иртрĕ: Чăваш ташши, Чăваш сăмахлăхĕ тата Чăваш вăйи. Ачасем чăвашла нумай сăвă хатĕрленĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсем ытларах Чăваш сăмахлăхĕ конкурсра палăрчĕç, 2-мĕшсем пултаруллă ташă хатĕрленĕ, 1-мĕшсем вара питĕ илемлĕ юрăпа савăнтарчĕç.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем «Эпĕ чăвашла калаçатăп акцие хутшăнчĕç.

          Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 20 22» иртрĕ. Кунта вĕренекенсепе вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç.

          Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче эрнене пĕтĕмлетсе чыслав иртрĕ.

              

                          Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ  Н.И.Осипова.