Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче савăнăçлă ларура Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетрĕмĕр. Пĕр эрне хушшинче тĕрлĕрен конкурс- ăмăрту иртрĕ. "Чăваш хайлавĕсем- ÿкерчĕкре" конкурсра 60 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Кунта вĕренекенсем хăйсен кăмăла кайнă хайлавĕсене ÿкерчĕç. Пĕрремĕш вырăна 6 - мĕш класра вĕренекен Михайлова Оля хăйĕн Стихван Шавли çырнă "Вĕçкĕн Ваççа" хайлавĕ тăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕкпе тухре. Çавăн пекех "Пирĕн вăйа" - вăйă- ăмăрту интереслĕ иртрĕ. Чи нумай бал пухса 1- мĕш вырăна 8 - мĕш класра вĕренекен Васильева Люра тухма пултарчĕ. "Тавçăруллисен" конкурсне те ачасем кăмăлпах хутшăнчĕç. Пуринчен те тавçăрулли 7 - мĕш класра вĕренекен Николаева Яна пулчĕ.
Ачасем хăсем тĕллĕн кроссворд ăсталаса та ăмăртрĕс. Чи интереслĕ кроссворд 6- мĕш класра вĕренекен Михайлова Ольăн пулнине палăртрĕç. Сăвă вуласси пирки те манса каймарĕç. Уйрăмах кунта пуçламаш классенче вĕренекен Москов Даниил, Захаров Сергей, Шадрин Семён палăрчĕç.
Эрне мала тухнисене чысланипе вĕсленчĕ.